Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта асӑннӑ поселокра пурӑнакансем аван пӗлеҫҫӗ. Тулашӗ — тимӗр, шалашӗ — нимӗр темелле ун пирки.
Астӑвасса, пӗр 15 ҫул каяллах ҫав ҫурт (обжежити) хӑтлисен шутӗнче пулман. Маларах вӑл 27-мӗш професси училищин балансӗ ҫинчеччӗ. Каярах ӑна Кӳкеҫ ял тӑрӑхне куҫарнӑ хыҫҫӑн «Жилкомцентр» управляющи компани (вӑл ҫулсенче район центрӗнче ун пек компани пӗрре ҫеҫчӗ) тытса тӑратчӗ. Анчах ҫуртра пӗр пӑта ҫапманпа пӗрехчӗ. Вӑхӑт иртнӗҫем вӑл пушшех япӑхса пычӗ. Управляющи компани те унтан пӑрахса кайрӗ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансен нуши-тертне Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӑнланса пулӑшма тытӑннӑ хыҫҫӑн унта лару-тӑру аранах лайӑхланма тытӑннӑ. Ҫурта тытса тӑрассине кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн «Аквастрой» тулли мар яваплӑ общество хӑй ҫине илнӗ. Вӑл пӗрлехи пурлӑха йӗркене кӗртме тытӑннӑ та ӗнтӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫисемпе тата фракци пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта Олег Николаев халӑхӑн тӗрлӗ категорине паракан социаллӑ тӳлевсене индексацилес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки Олег Николаев Фейсбукри хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӗ республикӑн Ӗҫлев тата Финанс министерствисене маларах асӑннӑ тӗллевпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине ҫывӑх вӑхӑтра шутласа пӑхма хушнӑ. Хыснана улшӑну кӗртнӗ чухне социаллӑ тӳлевсене индексацилеме укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Олег Николаев Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, инфляци пӗр вырӑнта тӑман, социаллӑ тӳлевсене вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ индексацилемен.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Михаил Васильевич тухса калаҫнине итлес текен журналистсен списокӗ хатӗр. Вӗсем пурте аккредитаци тухнӑ. Ҫак списокра ют ҫӗршыври МИХ тытӑмӗнче ӗҫлекен те пур. Шупашкара Би-би-син Раҫҫейри службин журналисчӗ Илья Барабанов килме кӑмӑл тунӑ. Асӑннӑ МИХ Британири, тӗнчери тата Раҫҫейри хыпарсене пӗлтерсе тӑрать.
Хамӑр ҫӗршыврисенчен «Известия» мультимедипе информаци центрӗнче ӗҫлекен Алексей Полторанин тата Дмитрий Тимофеев хутшӑнӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗнчен 18 ҫын аккредитаци тухнӑ. Ытти хаҫат-журналта тӑрӑшакансем те пур списокра. Оппозици текен МИХсенчен — «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат тата «Справедливая Россия – Чувашия» хаҫат (Алексей Кряжинов).
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ун валли маларах ҫынсен сӗнӗвне йышӑнчӗҫ.
Элтепер Ҫырӑвӗпе кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллашма пултарӑпӑр. Шӑпах ҫав кун Михаил Игнатьев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ҫырура вӑл Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ журналистсене ҫав мероприятие аккредитацилеме заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. Заявкӑсене ag-press@cap.ru адреспа ӑсатма пулать. Вӗсене кӑрлачӑн 27-мӗшӗнчи 14 сехетчен йышӑнӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Халӗ ун валли ҫынсен сӗнӗвне йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку документа хатӗрлес ӗҫе ҫынсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ сӗнӳ-канаша республикӑн Правительство ҫуртне ӑсатмалла. Сӗнӳсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар хули, Президент бульварӗ, 10-мӗш ҫурт; e-mail: analit2@cap.ru. Ҫырура «Для подготовки Послания» (чӑв. Ҫыру хатӗрлеме) тесе кӑтартмалла.
Аса илтерер: Элтепер Ҫырӑвӗнче Чӑваш Ен Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗнче мала хумалли тӗллевсене палӑртӗҫ.
Илья Варламов блогер ҫулталӑк вӗҫӗнче яланхи пекех ҫулталӑкри чи «паттӑр» 10 тӳре-шарана аса илнӗ. Кун пирки вӑл хӑйӗн «Чӗрӗ Журналӗнче» (выр. «Живой Журнал») пӗлтернӗ.
Ҫак списока чӑваш Енри тӳре-шара та лекнӗ. Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев блогер хатӗрленӗ «Вӑрӑм чӗлхесем» танлаштарӑмра 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче тухса калаҫнӑ чухне сахал шалу илекен вӗрентекенсем сахал ӗҫлени пирки каланӑ.
«Чӑннипе, сахал ӗҫ укҫи илекен вӗрентекенсем пур, анчах вӗсем сахал ӗҫлеҫҫӗ. Тирпейлӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫчен вӗрентекенсем тата тухтӑрсем тивӗҫлӗ шалу илеҫҫӗ», - блогер унӑн сӑмахӗсене асӑнса хӑварнӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче саккун проектне пӑхса тухнӑ. Вӑл сусӑр ачасене воспитани паракан ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтарассипе ҫыхӑннӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, сусӑр ачана ҫитӗнтерекен ҫемьесен 150 лаша вӑйӗллӗ пӗр машинӑшӑн налук тӳлемелле мар. Элтепер ку шухӑша ырланӑ.
«Чӑваш Енре кунашкал 5 пине яхӑн ҫемье. Кашни иккӗмӗш ҫемьен тенӗ пекех ҫӑмӑл машина пур. Сусӑр ачасене, паллах, вӗренме, пульницӑна, реабилитацие илесе каймалла. Вара шухӑш ҫуралчӗ – кунашкал ҫемьесене транспорт налукӗнчен хӑтармалла. Кун пирки эпир ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтертӗмӗр, вӑл ӑна ырларӗ», - ҫапла каланӑ ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йӑлари хытӑ каяша пухмалли вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем Шупашкар районӗнче пулнӑ.
Йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсене ялсенче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вырнаҫтарса тухма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ. Ҫавна пурнӑҫлаканӗ — каяша турттаракан «Экоцентр» предприяти. «Экоцентр» 1670 ял-хуларан каяш турттарать. Ку вӑл — республикӑри мӗнпур территорирен 97 проценчӗ.
Шупашкар районӗнче предприяти мӗнпур ялта контейнерсем лартмалли вырӑнсене йӗркеленӗ. Вӗсенче евроконтейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ. Сӑмах май каласан, паянхи кун тӗлне ятарлӑ лапамсене 18 районта хатӗрлесе пӗтернӗ.
Аса илтерер: йӑлари хытӑ каяша турттармалли ҫӗнӗ тытӑм ҫине пирӗн республика пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗчӗ.
Шупашкар юбилейӗ умӗн тӳре-шарана хула администрацийӗ тата Элтепер администрацийӗ наградӑсем панӑ. Наградӑна тивӗҫлисен списокне Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗ хатӗрленӗ. Унта пилӗк ҫын кӗнӗ.
Вӗсен йышӗнче – Элтепер администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков, экс-мэр Николай Емельянов, экс-вице-мэр Наталия Партасова, Шупашкарти В.Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Михаил Резников. Вӗсене «Шупашкар умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысланӑ.
Ҫавӑн пекех 22 ҫынна «Шупашкар 550 ҫул тултарнине асра тытса» награда панӑ. Вӗсен йышӗнче Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, министрсем, общество ӗҫченӗсем пулнӑ.
Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ чӗрӗк ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, парламентӑн ҫуралнӑ кунӗн официаллӑ пайне Шупашкарти Я. Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче уявланӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ҫав уява халӑх поэчӗсемпе ҫыравҫисене чӗнмелле пулнӑ тесе шухӑшлать пулсан, REGNUM информаци агентстви парламент юбилейӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене ҫеҫ чысланине асӑрханӑ. Ҫакӑн пирки Александр Андреев коммунист та пӗлтернӗ. Депутатсене уйӑрса чысланине РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков (вӑл «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» фракцирен) та асӑрханӑ. Вӑл парламентӑн кӗҫӗн палатин Тав хучӗпе виҫӗ депутата, ҫав шутра «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ертӳҫине Юрий Кислова, чысланӑ. Чӑваш Патшалӑх Канашӗн спикерне Альбина Егоровӑна Анатолий Аксаков чӑваш парламенчӗн мӗнпур ултӑ созыври депутатне Игорь Молякова сехет парнелеме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |